Çемье чăмăртакан та, уйрăлакан та пур
Кăçалхи ака уйăхĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 21 ача çуралнине шута илчĕ. Вĕсенчен 14-шĕ – хĕр ачасем, 7-шĕ – арçын ачасем. 4 пепке – пĕччен амăшĕсен. Иртнĕ уйăхра çут тĕнчене килнисенчен 8-шĕ - çемьере пĕрремĕшсем
Ака уйăхĕнче ашшĕ пулнине çирĕплетсе 3 акт çырнă, 1 акт – ят улăштарни çинчен. Виçĕ çамрăк мăшăр çемье чăмăртанă, уйрăлни çинчен 5 акт çырнă.
Вилеслĕх чакнине палăртма кăмăллă. Акă кăçалхи кăрлачра 30 граждан, нарăс уйăхĕнче 40 çын леш тĕнчене ăсаннине шута илнĕччĕ. Пуш уйăхĕнче вара 27 çын автансăр яла ăсаннă, вĕсенчен 12-шĕ – арçынсем, 15 –шĕ хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурăнаслахĕ 63 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен – 78 çулпа.