Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерĕве халалланă

Шкулта вĕренкенсем аслашшĕсен йăхне тата вĕсен çапăçури çул-йĕрне кăтартса паракан ĕçсене районти çамрăксемпе ача-пăча пултарулăх çуртне тăратрĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах: «Тăванлăх тымаррисем тата çав йăхри фронтовиксем» номинаци тăрăх ÿкерсе кăтартнă плакатсенчен Мăн Ямашри вăтам шкулти 8-мĕш класра вĕренкен Дима Савельев – пĕрремĕш, Юнтапа вăтам шкулĕн 8-мĕш класс хĕрĕ Ира Денисова – иккĕмĕш тата çав шкулăн 7-мĕш класс хĕр ачи Катя Сергеева виççĕмĕш вырăна çĕнсе илни паллă.

«Салтак тутрисем» номинацие хутшăнакан хĕр ачасем хăйсен ĕçĕсене ятарласа пĕр-пĕр фронтовик ячĕпе хатĕрленĕ. Тĕслĕхрен Мăн Ямашра çуралса ÿснĕ З.Т. Трофимов генерал-майор (1897-1961) ячĕпе тĕрлесе тунă тутăр хуçине пĕрремĕш вырăна панă. Вăл –  Ира Максимова, Мăн Ямаш вăтам шкулĕн 6-мĕш класс хĕр ачи. Асăннă шкулăн 7-мĕш классĕнче вĕренекен Оля Цветкова вара виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Иккĕмĕш вырăнта – Элĕк вăтам шкулĕн 7-мĕш «А» класс хĕр ачи Алена Алексеева.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 мая 2009
00:00
Поделиться
;