Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв ячĕпе – велочупу

Çĕнтерÿ 64 çул тултарнине халалласа çу уйăхĕн  7-8-мĕшĕсенче «Йĕпписем çинче    хĕвел» велотуризм клубĕнчи велосипедистсен ушкăнĕ «Çĕнĕ Шупашкар – Элĕк районĕ –  Çĕнĕ Шупашкар» маршрутпа велочупу ирттернĕ. Чупу çулĕ 200 çухрăма тăсăлнă.

Элĕк чиккинче велосипедистсене район делегацийĕ кĕтсе илнĕ. Ушкăна Элĕк спортсменĕсем те хутшăннă. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче  пурте çĕнтерÿçĕ – салтак палăкĕ умне чечексем  хунă, халăх музейне кĕрсе курнă.

Иккĕмĕш кунхине  велочупуçĕсем Элĕкри литературăпа краеведени  музейĕнче пулнă. Элĕк салинче 42 çăка лартнă. Ехремкасси ял тăрăхĕнче район пуçлăхĕпе А.Платоновпа, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе шкул ачисемпе тĕл пулнă. Йăлкăш ялĕнче спортсменсем салтак мухтавĕн палăкĕ умне чечексем хунă. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 мая 2009
00:00
Поделиться