Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурхи кун - çулталăклăх

Районти хуçалăхсенче майăн 15-мĕшĕ тĕлне ирхи тĕш тырă культурисене 6500 гектар (80 процент) акнă. Чылай хуçалăхсем ку ĕçе ăнăçлă вĕçлерĕç. Çав вăхăтрах ака-суха ĕçĕсем «Родина», «Возрождение», «Свобода», «Родник» хуçалăхсенче вăрах пыраççĕ.

Çĕр улми 520 гектар (54 процент) лартнă. Ку енĕпе «Журавлев», «Исаев», Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ.

Пахча çимĕçсене 10 гектар акнă, çав шутран хĕрлĕ кăшман – 7, кишĕр – 3 гектар.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 мая 2009
00:00
Поделиться
;