Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

91 çухли ветеран хисепре

Чартак ялĕнчи 91 çулти Иван Евграфов – хисеплĕ çын. Вăл Аслă Оттечественнăй вăрçăн Хĕвеланăç, 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă.

Вăрçă пуçлансанах авиаполкра службăра тăрать. Иван Евграфович хыççăн 1946 çулхи май уйăхĕчченех радиотелеграфистра.

Хăюллă салтак Варшавăна, Русловăна ирĕке кăларнă, Берлина илнĕ çĕре хутшăннă. Ăна 1946 çулхи майăн 16-мĕшĕнче кăна демобилизациленĕ.

И.Евграфов вăрçă хыççăн тăватă çул ял Совечĕн председателĕнче, çавăн чухлех  тăван «Маяк» колхозĕнче председательте ĕçленĕ. Вăрçă ветеранĕ Элĕкри хатĕрлев кантурĕнче, райпо тытăмĕнче те вăй хунă.

Вăл мăшăрĕпе, Ольга Илларионовнăпа, виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл пăхса ÿстернĕ.  Хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнать, килти хуçалăхĕнче тимлет, сурăхсем усрать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 мая 2009
00:00
Поделиться
;