Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачана амăшĕн ăшши кирлĕ

Çулталăк пуçланнăранпа йывăр лару-тăрура пурăнакан, аслисен ăшшине туйман виçĕ ачана тупса палăртнă. Çавăн пекех  çула çитмен 37 çамрăк пурăнакан кил-çурт условийĕсене тĕрĕсленĕ. Ачасен прависене хÿтĕлессипе  çыхăннă 16 суд ларăвне хутшăннă. Ачасем усрава илес тата ытти ыйтусемпе 60 гражданина йышăннă.

Кăрлач-ака уйăхĕсенче тата тăватă ача ашшĕпе амăшне тупрĕç.

Пĕр çынна ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăвартăмăр, ывăл-хĕрне çывăх тăванĕсем хăйсен хÿттине илчĕç.

Паянхи куна районти опекăпа попечительство органĕнче усрава илнĕ 97 ача сăнавра тăрать.  23 усрав çемьере  38 ача ÿсет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 мая 2009
00:00
Поделиться
;