Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăрăшуллисене – стипенди

Пултаруллă та тăрăшса вĕренекен шкул ачисене Элĕк район пуçлăхĕн стипендине парасси йăлана кĕчĕ. Кăçал вĕренÿри пысăк ăнтăлушăн 7 ача асăннă стипендие илсе тăрĕç. Çаксем чыса тивĕçнĕ: Ольга Петрова – Элĕкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта  вĕренекен; Александр Казыкин – Тавăт шкулĕнче пĕлÿ илекен; Марина Скворцова тата Снежана Калмыкова – Ураскилтри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренкенсем; Марина Свисткова – Йăлкăш шкулĕнче пĕлÿ илекен; Дмитрий Романов – Питĕшкасси шкулĕнче вĕренекен; Зинаида Егорова – Юнтапа шкулĕнче вĕренекен.

Район пуçлăхĕн стипендийĕ тĕрлĕ классенче пĕлÿ илекенсене лайăх вĕренме хавхалану хушĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 мая 2009
00:00
Поделиться
;