Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем те ÿкерме ăста

Вырăссен паллă çыравçи Н.В.Гоголь çуралнăранпа 200 çул çитнине районти библиотекăсенче анлăн паллă турĕç. Пур çĕрте те унăн пултарулăхне тишкерчĕç, кĕнеке куравĕсем, викторинăсем, тĕрлĕрен конкурссем ирттерчĕç. Районти ача-пăча библиотекинче те тĕрлĕрен мероприятисем пулчĕç. «Гоголь хайлавĕнчи сăнарсем» ÿкерчĕксен конкурсĕнче Мăн Вылăри вăтам шкулта вĕренекен Ирина Ильина, Артем Иванов, Ураскилтри вăтам шкулта вĕренекен Александр Осипов, Николай Утрейкин, Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен Алена Григорьева, Карачура ялĕнче пурăнакан Денис Корнилов ĕçĕсем палăрчĕç. Артем Иванов ĕçне  республикăри   ача-пăча библиотеки ирттерекен «Рисуем Гоголя»  конкурса тăратрăмăр. Унăн ĕçне чи лайăххисен шутне кĕртнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 мая 2009
00:00
Поделиться
;