Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăхпа курса калаçрĕç

Уйăхсерен республикăра, çавăн пекех районта та Информаци кунĕ иртет. Черетлĕ Информаци кунĕ юн кун пулчĕ. Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем çак темăсене хускатрĕç: ЧР Президенчĕн «2010-2012 çулсенче Чăваш Республикин бюджет политикинчи тĕп çул-йĕрсем çинчен» Указне пурнăçлас задачăсем çинчен, «Чăваш Республикинче 2009-2011 çулсенче пирус туртассинчен сыхланмалли ĕçсем» тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес мерасем çинчен тата ытти те.

Ку хутĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Димитриев ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Çав кун тĕл пулусене тĕрлĕ çĕрте йĕркелерĕç. Район пуçлăхĕ А. Платонов тата министр çумĕ С. Димитриев Чăваш Сурăм тăрăхне çитсе килчĕç, халăха интереслекен ыйтусем çине хуравсем пачĕç, хуçалăх ĕçĕпе паллашрĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 мая 2009
00:00
Поделиться
;