Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв ячĕпе чысланă

Районти библиотека ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тунă. Элĕкри тĕп вулавăша кашни ял тăрăхĕнчи библиотекарьсем пухăннă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев саламланă. Эдуард Владимирович ЧР кульутура министрĕ ячĕпе тĕп библиотекари Татьяна Макарова библиографа, Ехремкассинчи вулавăш ертÿçине Елена Семеновăна, тĕп библиотекан пай ертÿçине Валентина Михайловăна хисеп хучĕсем панă. Çавăн пекех вăл район пуçлăхĕ ячĕпе тĕп библиотекăри пай ертÿçине  Зоя Удяковăна, районти ача-пăча вулавăшĕнчи Светлана Потапова библиоткаре, Вутлан, Мăн Вылă, Ураскилт вулавăшĕсен ертÿçисене – Виталина Лаврентьевăна, Алиса Андачковăна, Альбина Козловăна хисеп хучĕсемпе чысланă.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 мая 2009
00:00
Поделиться
;