Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк бизнес вăй илет

Пирĕн районта хальхи вăхăтра мĕн пур ĕçсен 33,28 процентне пĕчĕк бизнес шучĕпе пурнăçлаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш квартлта предпринимательсен йышĕ 1159 çын пулнă. Пĕчĕк предприятисем 24,41 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, тĕрлĕрен пулăшупа тивĕçтернĕ.

Бизнесменсен ĕçĕ-хĕлĕ вăй илсех пырать. Ытларах вĕсем тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсене пурнăçлаççĕ: юсав, строительство, транспорт тата ытти те. Кашни 100 çын пуçне шутласан предпринимательсен тÿпи 0,28 кăтартупа танлашать.

Предпринимательсем вырăнти муниципалитетсене пысăк пулăшу кÿреççĕ. Акă, кăçалхи пĕрремĕш квартлта бизнесменсем продукци туянмашкăн муниципалитетсемпе 14,06 миллион тенкĕлĕх килĕшÿ тунă. Ку вăл мĕн  пур туяннă таварсен 73,25 проценчĕ пулать.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июня 2009
00:00
Поделиться
;