Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техникăпа пуянланаççĕ

Ял хуçалăхне аталантарас тесен машина-трактор, ытти техника нумай кирлĕ. Вĕсемпе тухăçлă усă курни, малта пыракан технологие ĕçе кĕртсе пыни пысăк тухăçлă продукци туса илме май пани куçкĕрет. Çакна тĕпе хурса ĕçлет те ĕнтĕ мал шухăшлă ял ĕçченĕ. Акă. кăçалхи 4 уйăхра районта 15,5 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕрен йышши ял хуçалăх техники туяннă. Çав шутран çиччĕшне инвестици кредичĕпе (14,9 миллион тенкĕлĕх), теприне – хăйĕн укçи-тенкипе (600 пин тенкĕлĕх).

«Новый путь» хуçалăх 4 миллион та 600 пин тенкĕ тÿлесе тĕш тырă пухса кĕртмелли «Полесье» комбайн туяннă. В.Журавлев фермер хуçалăхĕ хăйĕн паркне 2,2 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕ 600 пин тенкĕ тăракан МТЗ-82 трактор туяннă. С.Волков фермер вара инвестици кредичĕпе ял хуçалăх техники туянма пултарнă. Çав шутран - çĕр улми кăларса пухакан комбайн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июня 2009
00:00
Поделиться
;