Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тирпей-илем кÿчĕç

Тавăт ял-тăрăхĕнче ялсем нумай. Масарсем – тăваттă. Çак кунсенче  Тавăт ял масарĕ çинче тирпей-илем кÿрес тĕллевпе тăрăшса ĕçлерĕç. Унта ялти культура ĕçченĕсем Алина Осипова, Ритта Егорова, Алена Ефимова хутшăнчĕç. Масар çинчи çÿп-çапа пуçтарса çунтарнă çĕрте ĕçе вырнаçтаракан центрата тăракансем те тимлерĕç. Кĕленче савăт-сăпасене пуçтарса çĕр айне чавса хучĕç.

Çавăн пекех Хирлеппуç масарне Галина Антонова, Вера Петрова, Алексей Петров тата ыттисем тирпей-илем кÿчĕç.

Кĕçĕн Тăван масарне тирпейлессине Раиса Григорьева йĕркелерĕ. Кунта культура ĕçченĕсем тăрăшрĕç. Шураçсем те вĕсенчен юлмарĕç.

Манăн çакна калас килет масар – сăваплă вырăн. Ăна яланах тирпейлĕ тытмалла. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июня 2009
00:00
Поделиться
;