Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк предпринимательлĕх аталанать

Элĕк районĕнче пĕчĕк предпринимательлĕхре вăй хуракансем экономика тытăмĕнче ĕçлекенсен 33,28 проценчĕпе танлашаççĕ. Сăмахран, кăçалхи пĕрремĕш квартлта ку хисеп 1159 çынна çитнĕ. Вĕсем 24,42 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Хальхи вăхăтра транспорт, юсав тата строительство ĕçĕсенчи пулăшусем халăхра анлă сарăлнă. Пĕчĕк предпринимательлĕхре вăй хуракансем ку енĕпе çаврăнăçуллă ĕçлеççĕ. Муниципалитет саккасĕсене пурнăçлассипе те вĕсен тÿпи пĕчĕк мар.



"Хыпар"
05 июня 2009
00:00
Поделиться
;