Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем нумайрах çуралаççĕ

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 6 уйăхри ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çак тапхăрта çут тĕнчене 92 пепке килнĕ, ку вăл пĕлтĕрхинчен 5 ача нумайрах. 5 уйăхра 37 арçын ача, 55 хĕр ача çуралнă. Пирвайхи пепке  36 çемьене килнĕ.

Асăннă тапхăрта 147 çын çут тĕнчерен кайнă (пĕлтĕрхинчен 2 çын сахалтарах), вĕсенчен 71 арçын, 76 хĕрарăм. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 63 çул, хĕрарăмсен 77 çул.

Çакна палăртма кăмăллă: кăçал пĕрлешсе çемье çавăракансен йышĕ ÿсрĕ. Акă, 5 уйăхра 36 мăшăрланăва регистрациленĕ (иртнĕ çулхинчен 14 нумайрах). 29 мăшăрланăва савăнăçлă лару-тăрура регистрациленĕ. Ытларах 18-24 çулсенчисем пĕрлешеççĕ (арçынсем – 13, хĕрарăмсем – 20). 25-34 çултисенчен 18 арçын, 12 хĕрарăм мăшăрланнă. 19 çемье уйрăлнă (пĕлтĕрхи чухлех).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 июня 2009
00:00
Поделиться
;