Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра çĕнтернĕ

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне лайăх хатĕрленсе ирттерес тĕллевпе районта адрес хуçалăхне йĕркелесе çĕнетессипе конкурс пулнă. Пирĕн патра ку ĕç вĕçленнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ 904 аншлаг тата çуртсен 8844 номер паллине  хатĕрлесе çыпăçтарса тухнă. Халăх перепиçне хатĕрленмелли пĕрремĕш тапхăра пурнăçлассипе пур ял тăрăхĕсем те тăрăшулăх кăтартнă. Ку ĕçре Ураскилт, Тени, Питĕшкасси, Мăн Вылă, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем чи хастаррисем пулнă. Адрес хуçалăхне çĕнетме  районĕпе 335 пин  тенкĕ тăкакланă.

Комисси йышăнăвĕпе пĕрремĕш вырăна Ураскилт ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ Эдуард Козлов) тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Тени ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ Галина Мурзакова), виççĕмĕшĕнче - Питĕшкасси ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ Римма Евдокимова).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 июня 2009
00:00
Поделиться
;