Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çулталăкри чи лайăх медсестра

Районти тĕп больницăра иртнĕ “Çулталăкри чи лайăх медицина сестри” конкурса пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен сестрисем çиччĕн хутшăнчĕç. Нумай енлĕ тĕрĕслÿ витĕр тухма тиврĕ сывлăх ĕçченĕсен.

Ыйту хыççăн ыйту çине  хурав памалла пулчĕ сестрасен. Теори ыйтăвĕсемпе практикăлла ĕçсем те черетленчĕç. Професси ăсталăхне çеç мар, юрă-ташăри пултарулăха та кăтартмалла пулчĕ.

Конкурс çĕнтерÿçи ята Элĕкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн сестри Алина Вениаминовна Федотова тивĕçрĕ. Ăна “Çулталăкри чи лайăх медицина сестри” тесе палăртрĕç, Хисеп хучĕпе, парнепе те чысларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июня 2009
00:00
Поделиться
;