Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял ăстисен ĕçĕпе куравра паллашрĕç

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче  халăх промыслипе чăваш апат-çимĕçне хатĕрлекен ăстасен куравĕ те пулчĕ. Ял тăрăхĕсем “çавăрса” лартнă кил-çуртра мĕн кăна курма пулмарĕ пуль: йывăçран касса тунă эрешсем, çатан картасем, тĕрĕсемпе чĕнтĕрсем, музыка инструменчĕсем, хуплу, шăрттан, чăкăт тата ыттисене те. Ял тăрăхĕсем Акатуя “Чаплă ăстасен кил-çурчĕ”, “Хамăр алăсем кÿрекен савăнăç”, “Акă вăл - пирĕн сĕтел”, “Халăх рецепчĕ”, “Кулинари эрешĕсем” куравсемпе, “Ĕç династийĕсем” фотостендпа килнĕ.

Жюри,  пĕр саслă пулса, пĕрремĕш вырăна Мăн Вылă ял тăрăхне пама йышăннă. Иккĕмĕш вырăна тенисем тивĕçрĕç, виççĕмĕшĕнче - Ураскилт ял тăрăхĕ. Пурне те вĕсене укçан премилесе хавхалантарчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 июня 2009
00:00
Поделиться
;