Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Медалистсем çиччĕн

Шкул ачисемшĕн хумхануллă та хавхалануллă  çутă уяв - сывпуллашу балĕ те çитрĕ. Савăнăç, тунсăх, аса илÿсем те вăтам шкул пĕтерекенсемшĕн  çав кунхине. Экзаменсем,  вĕсемпе çыхăннă пăшăрханусем  хыçа юлнă ĕнтĕ. Шкулпа сывпуллашакансем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ.

Ăсату каçĕсем вĕçленсе те пыраççĕ. Кăçал шкулпа 202 çамрăк  сывпуллашать. Район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн  кăтартăвĕсем тăрăх районта медалистсем çиччĕн. Вĕсенчен Питĕшкасси шкулĕнчи Александр Михайловпа Василий Иванов, Мăн Вылă шкулĕнчи Ольга Михайлова  ылтăн, Элĕкри  вăтам шкулти Евгений Трифоновпа Евгений Федоров, Тавăтри вăтам шкулти Алина Соловьевăпа Артем Егоров кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Шкулпа сывпуллашакансене район пуçлăхĕ ячĕпе те саламлĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июня 2009
00:00
Поделиться
;