Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă
Кăçалхи 5 уйăхра районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тĕрлĕ шайри бюджетран 11 миллион та 880 пин тенкĕ кредит илнĕ. Пĕтĕмпех - каялла тавăрмалла мар йĕркепе. Çак кредитăн 5 миллион та 878 пин тенки - федераци бюджетĕнчен, 6 миллионĕ - республика бюджетĕнчен. Килнĕ укçан 1 миллион та 422 пин тенкипе тăпра пулăхлăхне лайăхлатма усă курнă. Вăрлăха çĕнетессипе “Новый путь”, “Алмаз”, “Авангард” хуçалăхсемпе “Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхĕ тăрăшса ĕçленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал 946 пин тенкĕлĕх ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли япаласем, 4 миллион та 696 пин тенкĕлĕх минерал тăварĕсем туяннă. Субсиди шучĕпех ăратлă выльăх ĕрчетме 4 миллион та 54 пин тенкĕ тăкакланă