Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Экзаменсем хыçа юлчĕç

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи 11-мĕш класра вĕренекенсем химипе тата обществознанипе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тытнă. Химипе 15 хĕрпе каччă тĕрĕслевре пулнă - вун пĕрмĕшсен 7,42 проценчĕ. Раççей вĕрентÿ надзорĕ çирĕплетнĕ тăрăх, ку предметпа балсен чи пĕчĕк виçи -  33. Районти “химиксем” 31-рен пуçăнса 82 балл таран пухнă. Экзамен тытакансенчен 1 вĕренекен 33 балл пухнă (6,7 процент). Чи лайăх кăтарту - Элĕк шкулĕн. Районĕпе вăтамран 62,3 балл пухнă.

Обществознани экзаменне пурĕ 96 яшпа хĕр тытнă (47,5 процент). Чи пĕчĕк балл виçи - 39. Çак предметпа экзамен тытнисем 34-ран тытăнса 77 балл таран пухма пултарнă, çав шутран 2 вĕренекен 34-шар балл илнĕ (2,1 процент). Чи нумай “очко” пухакансем - Питĕшкасси, Юнтапа, Мăн Ямаш шкулĕсенче вĕренекенсем. Районĕпе  вăтам балл - 61,2.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2009
00:00
Поделиться
;