Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем те уява хутшăннă

Районти художество пултарулăх коллективĕсем халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри “Раççей çăл куçĕсем” фестивале хутшăннă. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта “Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм...” фестивальте çĕнтернисен гала-концерчĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан культурăпа кану центрĕнчи “Валинке” фольклор ансамблĕ, Тавăт ял тăрăхĕнчи Кĕçĕн Тăванти культура çуртĕнчи фольклор ансамблĕ, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Юлăшри культура çуртĕнчи фольклор ансамблĕ, Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Татмăш клубĕ çумĕнчи фольклор ансамблĕ, Нина Андреева, Елена Герасимова, Владимир Терентьев, Лидия Филиппова солистсем хутшăннă.

Çавăн пекех хореографи коллективĕсен “Ташша яра пар” фестивалĕнче çĕнтернисен гала-концертĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи “Топотушки” ача-пăча ташă ушкăнĕ (ертÿçи С.Соколова) хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2009
00:00
Поделиться
;