Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сиплев лагерсенче 620 ача каннă

Ачасемпе çамрăксен  çуллахи канăвне усăллă та хаваслă йĕркелес тĕллевпе çĕртме уйăхĕн 1-18-мĕшĕсенче шкулсем çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем ĕçленĕ. 12 шкулти сиплев лагерĕнче 370 ача, профильлĕ 5 лагерьте 48 вĕренекен тата 7 ĕçпе кану лагерĕнче 202 ача пулнă. Пĕрремĕш сменăна пуринчен малтан йышлă çемьесенчи тата сахал тупăшлă килсенчи ачасене, “инкек” ушкăнĕсенчи çула çитменнисене йышăннă.

Шкул çумĕнчи лагерьсенче ăс-хакăл, савăнăçпа хавхалану, сиплевпе профилактика мероприятийĕсем иртнĕ. Ачасем сад-пахчасенче ĕçленĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçланă, экскурсисенче пулнă, эмел курăкĕсем пухнă, çавăн пекех тĕрлĕ вăйă-конкурссене хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2009
00:00
Поделиться
;