Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ чиркÿ çĕкленет

Çĕнĕ чиркÿ çĕклесси – ырăран та ырă, сăваплăран та сăваплă ĕç. Элĕк салинче пурăнакансем те, иртен-çÿренсем те курса сăнаса тăраççех ĕнтĕ – кивĕ Чиркÿ пулнă вырăнта кунсерен тенĕ пек хĕрÿ ĕç шавĕ илтĕнсе тăрать. Кунта Таса Турамăш Успени ячĕллĕ чиркÿн ĕçне çуртне тăваççĕ. Никĕсне иртнĕ çул хывнăччĕ, халĕ Турă çурчĕн стенисене хитре чутласа якатнă хыр пĕренесенчен хăпартаççĕ. Чиркÿ тума кунсерен Христоса ĕненекенсем тата кăмăл тăвакансем хăйсен ирĕкĕпе çÿреççĕ. Сăмах май, строительство ĕçĕсене чиркÿ настоятелĕ Виктор иерей хăй те хутшăнать, мĕнпур ĕç-хĕле кирлĕ пек йĕркелесе пырать.

- Турă çуртне, тĕпрен илсен, район çыннисем паракан укçа-тенкĕпе хăпартатпăр, ку сăваплă ĕçе предприятисемпе организацисем те хăйсен тÿпине хываççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 июля 2009
00:00
Поделиться
;