Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕчĕк услам пысăк тупăш кÿтĕр

Район администрацийĕн актсен залĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнесра ĕçлекенсен семинарĕ иртнĕ. Унта предпринимательсем, пĕчĕк тата вăтам предприятисен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем хутшăннă. Семинар тĕллевĕ – Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна 2005-2011 çулсенче аталантарассине патшалăх енчен пулăшмалли программăна пурнăçласси. «Проект-Инвест» обществăн директорĕн çумĕ Елена Харитонова бизнес-план кирли, унăн пĕлтерĕшĕпе тытăмĕ, пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен пулăшмалли çинчен тĕплĕн каласа панă.

Семинарта пĕчĕк усламран налук тытмалли йĕркесене те сÿтсе явнă. Ку ыйтупа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн преподавателĕ Ирина Шувалова тухса каланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 июля 2009
00:00
Поделиться
;