Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Воспитани ĕçĕ камăн лайăхрах?

Республикăри шкулсем çумĕнчи лагерьсенче воспитани ĕçне лайăхрах йĕркелессипе иртнĕ конкурс вĕçленнĕ. Тĕллевĕ шкулсем çумĕнчи лагерьсен воспитани мелĕсене лайăхлатасси, педагогика ĕçченĕсен професси шайне ÿстересси. Райадминистрацин вĕрентÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт управленийĕ республикăри конкурса Элĕк шкулĕнчи чи аслă категориллĕ учителĕн Тамара Чашковăн «Кашни кун – уяв» программине тăратнă.

Анчахрах республикăри эксперт кимиссийĕ Элĕк шкулĕнче пулнă, ачасен çуллахи канăвне тата вĕсен сывлăхне  çирĕплетессипе мĕнле ĕçленине тишкерсе хак панă. Экспертсем тĕрĕслеве 5 виçепе ирттернĕ, балсене хушса, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Т. Чашковăн «Кашни кун – уяв» программи 110 балл пухнă, «Ялти шкул çумĕнчи» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 июля 2009
00:00
Поделиться