Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ

Асакасси ялĕ çывăхĕнче хĕрÿ ĕçсем пынине, кĕпер хывнине иртен-çÿренсем асрханах-тăр. «Элĕк-Юнтапа» - Асакасси автоçул çинчи Апа-Çырма юхан шывĕ урлă каçмалли кĕпере тăвас ĕçе пĕлтĕр пуçланăччĕ. 33 метр тăсăлакан кĕпере хăвăртах хута ярассишĕн «Чувашавтодор» тĕп подрядчикпа «Мостремстрой» субподрядчик ĕçченĕсем тăрăшаççĕ.

Паянхи куна кунта кĕпере çулпа çыхăнтарас, «çĕвексене» тÿрлетес тата хÿмесемпе свайсене сăрлас ĕçсем пыраççĕ.

Строительсем асăннă объектри ĕçсене утă уйăхĕн вĕçĕнче вĕçлеме палăртаççĕ. Ку кĕпере хута яни асакассисене çăмăллăх кÿрĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2009
00:00
Поделиться
;