Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕненÿпе шанчăк тата юрату

Раççей Çамрăксен ячĕпе республикăра çамрăк çемьесен «Шанчăк, Ĕненÿ тата Юрату» («Вера, Надежда, Любовь») клубĕн фестивалĕ иртнĕ. Унта Элĕкри Еленăпа Александр Терентьевсем те хутшăннă. Ку мăшăр унччен видеороликсен «Çамрăк çемье - 2009» конкурсра та хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ иккен.

Çу уйăхĕн 15 –мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйхĕн 15- мĕшĕччен влаç органĕсен порталĕнче çамрăк çемьесен чи лайăх  видеороликĕсене палăртмалли сăнав ирттернĕ. Çак тапхăрта çамрăк мăшăрсене тăванĕ-хурăнташĕсем, тус-юлташĕсем, пĕлĕшĕсем ырă сĕнÿсем, лайăх канашсем парса пулăшнă. Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене вара шăпах Çамрăксен кунĕнче Чăваш  патшалăх оперăпа балет театрĕнче чысланă. Пирĕн ентешсем – Терентьевсем унтан кубокпа тата дипломпа таврăннă. Вĕсем «Çамрăк çемье – 2009» видеоролик конкурсĕн «Туй историйĕ – чи  çепĕç истори» номинацинче çĕнтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2009
00:00
Поделиться
;