Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ясли-садиксем гранта тивĕçнĕ

Районти шкул çулне çитменнисен 17 вĕренÿ учрежднийĕпе 2 ача-пăча сачĕ Чăваш Республикин Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Кашни – 200-шер пин тенкĕлĕх. Премие илнисем хушшинче – Элĕкри «Çăлкуç» тата Тавăтри «Пучах» ача-пăча сачĕсем.

«Çăлкуçа» опытлă педагог, пултаруллă йĕркелÿçĕ, ырă кăмăллă çын Галина Васильева ертсе пырать. Кунта туслă та тăршуллă коллектив ĕçлет. Ачасене нумайранпа ĕçлекен, педагогикăпа психологие лайăх пĕлекен педагогсем вĕрентсе воспитани параççĕ. «Çăлкуçра»  тĕрлĕ ÿсĕмри 9 ушкăн, вĕсене 163 ача çÿрет: 7 ушкăн – шкул çулне çитменнисем валли (пĕри – логопед ушкăнĕ), тепĕр 2-шĕ – чи çамрăккисен. Ача садĕнче хусканусем тума хăнăхтармалли условисем çителĕклĕ, тĕрлĕрен пособисем нумай, пуян спортзал пур.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2009
00:00
Поделиться
;