Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çуртсене юсаççĕ

 Элĕкре нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе ĕçсем пыраççĕ. “Класс и К” общество Гагарин урамĕнчи 29 а çуртра   электричествăпа тивĕçтермелли сете юсассипе  ĕçсене вĕçленĕ. Тăрăна йĕркене кĕртессипе  ĕçе 80 процент пурнăçланă. Подъездсенчи алăксене тимĕррипе улăштарнă.

“Аликовская МСО” общество Советски урамĕнчи 38.1 тата 38.2  çуртсен тăррисене  юсаса пĕтернĕ.  Шыв системине йĕркене кĕртме пуçланă.

“Тепловодоканал” общество “Гагарин”, “ 60 лет Октября”, “Советски” урамсенчи нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисене юсассипе ĕçлет. “60 лет  Октября” урамĕнчи 61-мĕш çуртра ăшă системине çĕнетеççĕ. “Советски” урамĕнчи 38-мĕш çуртра электроснабжени сетне юсасси вĕçленет. “Парковая” урамри  3-мĕш çуртра  электричество, шыв сечĕсене, ăшă системине, сивĕ шыв сетне йĕркене кĕртессипе ĕçсем малалла пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 июля 2009
00:00
Поделиться
;