Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чиркĕве пулăшу кирлĕ

Элĕк салинчи Турă Амăшĕн Успенийĕ ячĕллĕ чиркÿн çĕнĕ çурчĕ кăçалах хута каймалла.  Пĕр вăхăт строительство ĕçĕсем чарăнса ларнăччĕ. Халĕ вĕсем тепĕр хут вăй илсе пыраççĕ. Кĕçех вăл район центрĕнчи чи хитре те чи хăтлă архитектура объекчĕ пулмалла. Çапах чăрмавсем те пур-мĕн. Строительство материалĕсене туянма, транспортшăн, ытти тăкаксемшĕн тÿлеме укçа-тенкĕ самаях кирлĕ. Чиркÿ нушине чунпа-чĕрепе ăнланакансем çук мар.

 - Платниксен бригади питĕ тăрăшуллă, – тет чиркÿ старости Нина Иванова. – Уйрăм прихожансем те пулăшаççĕ пире: укçа-тенкĕпе, апат-çимĕçпе. Акă, Шĕвĕшри Анна аппа пирĕн пата çÿреме пĕрре те ÿркенмест, кунсерен тенĕ пек сĕт-турăх, çăмарта илсе килет. Элĕкри Василиса Николаева та апат-çимĕçпе тивĕçтерсех тăрать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 июля 2009
00:00
Поделиться
;