Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Профилактика ĕçĕсем ирттернĕ

Элĕкри тĕп больницăра «Сывлăх» наци проектне пурнăçа епле кĕртсе пынине тишкерсе 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕмĕр.

ВИЧ, В тата С гепатит чирĕсенчен профилактика ирттерессине  тĕпе хурса 569 çынна тĕрĕсленĕ. Вĕсен йышĕнче 13 çынна В тата С  гепатитсемпе чирлине тупса палăртнă. Халĕ вĕсем ятарлă сиплев витĕр тухаççĕ. ВИЧ инфекцирен 605 ынпа тĕрĕслев ирттернĕ, чирлисене тупман.

Çавăн пекех медицина ĕçченĕсем ял çыннисемпе хăйне евĕрлĕ вĕрентÿсем йĕркеленĕ. Унта сывă пурнăç йĕркине пăхăнас, ВИЧ инфекцирен, В тата С  гепатитсенчен мĕнле сыхланмалли ыйтусене хускатнă.

«Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти тĕп больницăна В гепатитран 200 доза вакцина килнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 июля 2009
00:00
Поделиться
;