Çăмăллăхлă кредит илеççĕ
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килти хуçалăха аталантарма кредит илесси малалла пырать. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче 79 çын 10955 пин тенкĕ укçа кивçен илнĕ. Çав шутран перекет банкĕ урлă 38 çынна 5025 пин, «Россельхозбанкран» 40 çынна – 5895 пин, «Согласие» кооператив урлă 1 çынна 35 пин тенкĕлĕх кредит панă.
Наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе 1644 çын 216 миллион та 659 тенкĕлĕх кредит илнĕ. Урăхла каласан, районти килти хушма хуçалăхсен 18,4 проценчĕ çăмăллăхпа усă курнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета