Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культурăпа кану центрĕн çĕнĕ ертÿçĕ

Л.М.Константинова район культурине аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хыврĕ. Ку сферăра ертÿçĕре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе “Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” Хисеплĕ ята та тивĕçрĕ вăл.

Любовь Михайловна тивĕçлĕ канăва тухнă май, ял тăрăхĕсем хушшинчи Элĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ пулма çак кунсенче Любовь Михайловна Андреевăна çирĕплетнĕ.

Л.Андреева педагог профессине илнĕ. Элĕкри вăтам шкулта ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре çирĕм пиллĕк çул ĕçленĕ. Вăл Раççей Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине те илме тивĕçнĕ. Любовь Михайловна юлашки вăхăтра район администрацийĕн çамрăксем енĕпе ĕçлекен тĕп специалистĕнче вăй хучĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;