Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăлăхсем те тимлĕхсĕр мар

Аслисемшĕн  ытлашши пулса тăнă ачасене тупса палăртасси, çĕнĕ çемьесене вырнаçтарасси, вĕсен прависене хÿтĕлесси кулленхи тивĕç.

Халĕ район территорийĕнче 96 тăлăх пурăнать. Вĕсем çĕнĕ çемьесенче ÿсеççĕ. Çавăн пекех усрав çемьесен шучĕ те пĕчĕкех мар, 25 çемьере 42 ача пурăнать.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта аслисен тимлĕхĕсĕр юлнă виçĕ ачана тупса палăртнă, вĕсене пĕр уйăхра çемьесене вырнаçтарнă. Интернат çуртра пурăннă тăватă шăпăрлан та ашшĕ- амăшĕллĕ пулса тăнă. Ачисен воспитанийĕпе ĕçлемен, вĕсене пăхса ÿстерессишĕн тăрăшман  виçĕ ашшĕ-амăшне ятарлă правасăр хăварнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июля 2009
00:00
Поделиться
;