Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿçĕсене оборудовании параççĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн «Муниципаллă культурăпа кану учрежденийĕсене Чăваш Республикин бюджечĕн шучĕпе оборудованипе тивĕçтерме конкурспа суйласа илес йĕркене çирĕплетесси çинчен» постановленине пурнăçласа, çавăн пекех республикăри «Чăваш ен культури: 2006-2011 çулсем» тĕллевлĕ программине тĕпе хурса çирĕплетнĕ. Мала тухнисен йышне «Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕ» муниципаллă культура учрежденийĕ, Чăваш Сурăмĕнчи ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ кĕнĕ.

Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрнă укçапа туянакан оборудовани шутне сасă пысăклатмалли тата çутă эффекчĕсем, компьютер, лазер принтерĕ, сканер, сцена костюмĕсен комплекчĕ, сцена çи-пуçĕ тата ытти те кĕреççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июля 2009
00:00
Поделиться
;