Пахалăхлă пулăшу
«Ача çуратмалли сертификат» программа наци проекчĕн сывлăха сыхлас ĕç сферинче пысăк вырăн йышăнать. Унпа килĕшÿллĕн ача çуратакан тата çуратнă хĕрарăмсене вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу пама май парать. Пĕтĕмпе кăçал кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕччен 1-мĕш номерлĕ - 90, 2-мĕш номерлĕ 74 талон панă. Иртнĕ ултă уйăхра районти тĕп больницăна 778000 тенкĕлĕх хушма пулăшу уйăрнă. Çав укçаран медицина ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлемелли 414 пин те 851 тенкĕ, куллен кирлĕ материалсене туянма 268 пин те 964 тенкĕ уйăрнă.
Паянхи куна çуратмалли сертификатăн 3-1 талонĕсемпе ултă уйăх тултарнă 86 ачаран 81-шĕ диспансеризаци тухса вĕçленĕ. 3-2 номерлĕ талонпа çулталăкри 75 ачаран 72 пепке тухнă.