Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çулсем çинче – юсав ĕçĕсем

Районта автомобиль çулĕсене упраса хăварасси, вĕсене пăхса тăрассипе тата юсассипе ĕçсене вăхăтра пурнăçласси – паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри.

Иртнĕ кунсенче шăтса япăхланнă «Питĕшкасси-Çулавăç» автоçула асфальтпа тата бетонпа хытарса якатассипе ĕçсем вĕçленчĕç. Кунта «Алиководорстрой» общество ĕçченĕсем вăй хучĕç. Çĕнелнĕ çул тăршшĕ – 1,5 километр.

«Элĕк-Ямаш» автоçул çинче те кунашкал юсав ĕçсем пуçланчĕç. Подряд организацийĕ – «Алиководорстрой» общество.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июля 2009
00:00
Поделиться
;