Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çулсем çинче – юсав ĕçĕсем

Районти автомобиль çулĕсене упраса хăварассии, вĕсене пăхса тăрассипе тата юсассипе ĕçсене вăхăтра пурнăçлассии – паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри.

Иртнĕ кунсенче шăтса япăхланнă «Питĕшкасси - Çулавăç» автоçула асфальтпа тата бетонпа хытарса якатассипе ĕçсем вĕçленчĕç. Кунта «Алиководорстрой» общество ĕçченĕсем вăй хучĕç. Çĕнелнĕ çул тăршшĕ – 15 километр.

«Элĕк - Ямаш» автоçул çинче те кунашкал юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Подряд организацийĕ – «Алиководорстрой» общество.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июля 2009
00:00
Поделиться
;