Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çуртсене тĕпрен юсаççĕ

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарассипе пирĕн çĕр-шывра ятарлă организации – Федераци фончĕ ĕçлет. Ку енĕпе республикăран та, районти бюджетран та укçа-тенкĕ уйăрмаççĕ мар. Акă, кăçал кăна Элĕкре нумай хваттерлĕ 7 çуртра юсав ĕçĕсене пуçăннă. Çуртсен тăррисене витсе пĕтернĕ те ĕнтĕ. Гагарин урамĕнчи 29 «а» çуртра ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех. Советски урамĕнчи 38-мĕш çурта электролини карса тухаççĕ. Парк урамĕнчи 3-мĕш, Советски урамĕнчи 38.2-мĕш çуртсене шыв кĕртеççĕ. Çакна палăртса хăвармалла: Парк урамĕнчи 3-мĕш çуртра çутăпа тивĕçтермелли ĕçсене пĕтĕмпех вĕçленĕ, ăшă памалли тытăма 70 процент йĕркене кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра Октябрь 60 çул ячĕллĕ 61-мĕш çуртра электроэнергипе тата ăшăпа тивĕçтермелли хатĕрсене юсаççĕ.

Юсав ĕçĕсене «Класс тата К», «Тепловодоканал», Элĕкри хуçалăхсем хушшинчи строительство организацийĕ пурнăçлаççĕ. 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июля 2009
00:00
Поделиться