Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем Раççей сцени çинче

Утă уйăхĕн 15-18 мĕшĕсенче Волгоградра Халăхсен хушшинчи «Кĕвĕ хумĕ» конкурс иртнĕ. Ăна РФ Культура министерстви пулăшнипе «Пирĕн пуласлăх» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленĕ. Асăннă конкурса Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнчи ташă ушкăнĕнче ăсталăха туптакан Мария Ефимова хутшăннă. Пĕччен ташлакансен номинацийĕнче вăл куракансене вырăс тата чăваш халăх ташшипе тĕлĕнтернĕ. 2-мĕш вырăн çĕнсе илсе кубок тата диплом илме тивĕçлĕ пулнă. Унăн вĕрентекенĕ И.В.Терентьева каланă тăрăх, хĕр ача 10 çулта çеç пулин те Раççей сцени çине виççĕмĕш хут тухма ĕлкĕрнĕ. Халиччен вĕсем Мускавпа Санкт-Петербурга та çитнĕ. Унта та малти вырăнсене йышăннă.



"Хыпар"
22 июля 2009
00:00
Поделиться
;