Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ комбайнсем туяннă

Кĕçех çĕр ĕçченĕшĕн хĕрÿ те яваплă ĕç тапхăрĕ пуçланать. Çĕр ĕçĕсене йĕркеллĕ те вăхăтра пурнăçласа пырасси техника юсавлăхĕнчен чылай килет. Çĕнĕ техника вара ял хуçалăхне ăнăçлă та тухăçлă аталантарма май парать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ял хуçалăх ĕçĕсемпе хресчен фермер ертÿçисем.

Иртнĕ çул В.Журавлевпа В.Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улми пуçтарса илмелли “Гримме” комбайнпа пуянланнă. Кăçалхи çуркунне С.Волков хресчен-фермер та çакăн пек агрегата туяннă. Çитес  вăхăтра Г.Исаев хресчен-фермер хуçалăхĕн паркне те çĕр улми пуçтармалли  çĕнĕ комбайн килсе çитĕ.

Районта пĕтĕмĕшле çĕр улми пуçтарса илмелли комбайнсем 9 шутланаççĕ.

Çĕнĕ технологиллĕ агрегатсемпе ĕçе пурнăçласан район хуçалăхĕсем пысăк кăтартусемпе çĕр ĕçĕсене вĕçлессе шанас килет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 июля 2009
00:00
Поделиться
;