Ялти çамрăксене - пулăшу
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕн виççĕмĕш тапхăрĕ - ялта пурăнакан çамрăк специалистсене, вĕсен çемйисене тата граждансене, “Ялсен 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерме пулăшасси.
Программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе федераллă бюджетран района 1710 пин тенкĕ укçа килнĕ, çав шутран çамрăк çемьесене специалистсене валли - 1390 пин тенкĕ.
Асăннă йĕркепе килĕшÿллĕн списока кăçалхи çулшăн 2 çамрăк çемьене тата 8 гражданина кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра ЧР Ял хуçалăх министерствине граждансен докуменчĕсен 5 пакетне - 1790,8 пин тенкĕлĕх, çамрăк çемьесем енĕпе 700 пин тенкĕлĕх тăратнă. Ĕç хучĕсен 3 пакечĕпе те ĕçсем пыраççĕ.