Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк шкулĕ - çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Республикăра вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче инноваци мелĕсене пурнăçа кĕртме витĕм кÿрекен «Вĕрентÿри пуçарулăх» программăпа килĕшÿллĕн шкулсен хушшинче ирттернĕ пĕрремĕш конкурс вĕçленнĕ. Унта республикăри район-хуласенчен 196 проект тăратнă. Элĕкри вăтам шкул конкурса виçĕ проектпа хутшăннă.

«Хальхи шкула ерсте пырасси: творчествăри пĕрлехи утăмсен стратегийĕ» номинацире вĕсем 400000 тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул аталану программипе 2006 çултанпа ĕçлет. Çак тапхăрта вĕрентÿри инноваци программисене пурнăçлассипе шкул икĕ грант çĕнсе илнĕ. Элĕксем пысăк хăвăртлăхпа усă куракан интернетăн виçĕ каналĕпе çыхăннă, шкул пурнăçĕпе паллаштаракан 4 сайт йĕркеленĕ, уйрăм педагогсен сайчĕсем – 30. Çавăн пекех 2006 çулта шкулта администраципе вĕрентекенсем, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли пĕрлехи информаци сайтне йĕркеленĕ.    



"Хыпар"
30 июля 2009
00:00
Поделиться
;