Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

7 уйăхра 125 пепке çуралнă

Кăçалхи 7 уйăхра пирĕн района 125 “çĕнĕ кайăк” килнĕ, ку вăл пĕлтĕрхинчен 26 ача нумайрах. Килсе çитнĕ кайăксенчен 56-шĕ - арçын ачасем, 69-ĕшĕ - хĕр ачасем.

Кăрлач-утă уйăхĕсенче 199 çын леш тĕнчене ăсаннă (иртнĕ çулхинчен 16 çын сахалтарах). Çакăнтан 108-шĕ - арçынсем, 81-шĕ - хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ 63 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен - 76 çул.

Кăçал çемье чăмăртакансем нумайланнине палăртма кăмăллă. Акă, 7 уйăхра 56 мăшăр çемье çавăрнă - пĕлтĕрхинчен 16 мăшăр нумайрах. Ытларах 18-24 тата 22-23 çултисем пĕрлешеççĕ.

27 çемье уйрăлнă (иртнĕ çулхинчен 2 нумайрах).

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 августа 2009
00:00
Поделиться