Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит пулăшу кÿрет

Çулталăк пуçланнăранпа харпăр хăй хуçалăхне аталантарма пирĕн районта пурăнакан 99 çын 13305 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Раççей перекет банкĕ 51 кредитпа тивĕçтернĕ (6650 пин тенкĕлĕх), “Раççей ял хуçалăх банкĕн” уйрăмĕ - 47 кредитпа (6620 пин тенкĕлĕх), “Килĕшÿ” банкран 1 кредит илнĕ (35 пин тенкĕлĕх).

Ял çыннисене кредитпа пулăшассипе çак ял тăрăхĕсем çаврăнăçуллă ĕçлеççĕ: Элĕк - 5109 пин тенкĕлĕх 29 кредит, Тавăт - 1662 пин тенкĕлĕх 13  кредит, Крымсарайккă - 845 пин тенкĕлĕх 10 кредит, Ехремкасси - 685 пин тенкĕлĕх 10 кредит.

Наци проектне пурнăçлама пуçăннăранпа пĕтĕмпе 219 миллион та 9 пин тенкĕлĕх 1664 кредит илнĕ.

Çакă мĕн пур хушма хуçалăхсен 18,7 проценчĕ пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 августа 2009
00:00
Поделиться
;