Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулсем вĕренекенсене кĕтеççĕ

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Питĕшкасси, Шĕмшеш, Чăваш Сурăм, Вутлан, Юнтапа, Элĕк шкулĕсенче чылай ĕçсем пурнăçланă: территорисене тирпейлесе тасатнă, клумбăсенче чечексем  ешереççĕ, газонсем куçа илĕртеççĕ. Шкул çулне çитмен ачасем валли çĕнĕ вырăнсем хатĕрленĕ, спорт площадкисене çĕнетнĕ. Тавăт, Чăваш Сурăм, Питĕшкасси, Йăлкăш, Шĕмшеш шкулĕсенче  санитарипе гигиена ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсенче канализаципе шыв парса тăракан тытăмсене юсанă, софитсем вырнаçтарнă, сивĕ тата ăшă шыв валеçекен хатĕрсем туяннă, пĕчĕк фонтансем пур.

Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне 8 шкулпа, 3 ача-пăча сачĕпе, хушма пĕлÿ паракан 3 учрежденипе йышăну акчĕсене алă пуснă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 августа 2009
00:00
Поделиться
;