Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксен те энциклопеди пур

Элĕк районĕн аталану кун-çулне уçса панă, унта тÿпе хывнă сумлă çынсем çинчен çырнă кĕнеке – «Элĕк энциклопедийĕ»  - кун çути курчĕ. Тĕпрен илсен вăл хăйне евĕр справочник. Унта ку тăрăхра пурăнакан халăхăн уйрăмлăхне, пурнăçне, ĕненĕвне, çут çанталăк пуянлăхне тата климат условийĕсене тишкернĕ. Историпе экономика, ял хуçалăхĕпе промышленноç, сывлăх сыхлавĕ, культурăпа вĕрентÿ, спорт, халăх йăли-йĕркипе тата паллă вырнăсемпе паллаштаракан статьясем тивĕçлĕ вырăн тупнă. Энциклопедире ялсен, предприятисен, учрежденисен, ял хуçалăх предприятийĕсен утăмĕсем те кун çути курнă. Пысăк ĕçе Элĕк районĕнчи тавра пĕлÿçĕсем пурнăçланă. Вĕсем – Л.А.Ефимов, Е.Л.Ефимов, Г.К.Терентьев, А.А.Ананьев



"Хыпар"
13 августа 2009
00:00
Поделиться
;