Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ кĕпер хута кайрĕ

Элĕк-Юнтапа-Ассакасси автоçулĕ çинче Упа çырми юхан шывĕ урлă çĕнĕ кĕпер туса пĕтернĕ, ăна патшалăх комиссийĕ йышăннă. Ку кĕпере ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене туса пĕтерессине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн тунă. Унăн тăршшĕ – 50,2 метр, 3 сыпăкран тăрать, тĕп подрядчикĕ – «Чăвашавтодор» предприяти, хушма подрядчикĕ «Мостремстрой» организаци.

Йышăну комиссийĕн членĕсем кĕпер усă курма хатĕр тесе палăртнă. Вăл Ассакасси салине «Элĕк-Юнтапа» автоçулпа çыхăнтарать, ун урлă талăкĕпех транспорт каçма пултарать.

Ку кĕпер Ассакассинче пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ: васкавлă пулăшу, пушар машинисене кĕрсе çÿреме ансатланнă.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2009
00:00
Поделиться
;