Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял ĕçченĕ уй-хирте тăрăшать

Çурла уйăхĕ 14-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче 3386 гектар тырă çапса тĕшĕлнĕ. «Алмаз» хуçалăх вырмана вĕçлерĕ. Çак ĕçре уйрăмах «Новый путь» (667 гектар), «Правда» (281 гектар), Ульянов ячĕллĕ (290 гектар) хуçалăхĕсем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Кăçал кĕрхисене 4500 гектар çинче акса хăварма палăртнă. «Новый путь» хуçалăх 60 гектар çĕре шуратса хăварнă та ĕнтĕ. Иртнĕ кунсенче «Журавлев» хресчен-фермер, «Авангард» хуçалăхсенче те ку ĕçе пуçăнчĕç.

Кĕрхи тырăсене акма çĕр хатĕрлессипе чылай хуçалăхра ĕçлеççĕ. Çав вăхăтра ĕçе пуçăнманнисем те çук мар. «Озерная», «Витязь», «Родник» ку енĕпе тăрăшулăх кăтартмаççĕ. Кĕрхи çĕртме ĕçне «Витязь», «Родник», «Партнер» обществăсем пуçăнман.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2009
00:00
Поделиться
;